Пысӑк — Пӗчӗк

 

5784Авӑнӗ аслӑ та, кӗлти вӗтӗ.Пысӑк — Пӗчӗк
5785Ансӑр сукмак та анлӑ ҫул ҫине тухать.Пысӑк — Пӗчӗк
5786Ансӑр ҫул асапӗ хӑйпе пӗрле.Пысӑк — Пӗчӗк
5787Аслӑ ҫул пур ҫинче ушах ҫулпа утмаҫҫӗ.Пысӑк — Пӗчӗк
5788Аслӑ юханшывӑн мухтавӗ тинӗс хӗрне ҫитиччен.Пысӑк — Пӗчӗк
5789Аслӑк ҫинче авӑн ҫапаймӑн.Пысӑк — Пӗчӗк
5790Атӑла алтӑрпа айтараймӑн.Пысӑк — Пӗчӗк
5791Вӗтӗ пулӑ хушшинче партас та патша.Пысӑк — Пӗчӗк
5792Вӗтӗ пулӑн шӳрпи тутлӑ.Пысӑк — Пӗчӗк
5793Кутамасӑн ӑшши кӑмака ҫинче.Пысӑк — Пӗчӗк
5794Лутра ҫын лутка ҫурӑ ӗҫет теҫҫӗ.Пысӑк — Пӗчӗк
5795Лутра ҫынна лутка ҫурӑ теҫҫӗ.Пысӑк — Пӗчӗк
5798Мӑнни мӑнӑрах ҫыртать.Пысӑк — Пӗчӗк
5797Пӑт пуканӗ пӗчӗккӗ те, хул хушшине кӗмест.Пысӑк — Пӗчӗк
5798Пӑшатана хӗртсе тинӗс шывне вӗрилентереймӗн.Пысӑк — Пӗчӗк
5805Пӗчек йытӑ хытӑ вӗрет.Пысӑк — Пӗчӗк
5807Пӗчек кайӑкӑн сасси хитререх.Пысӑк — Пӗчӗк
5817Пӗчек пӑрҫа ҫыртни те нумайччен кӗҫӗтет.Пысӑк — Пӗчӗк
5842Пӗчек хуранӑн пӑтти тутлӑ.Пысӑк — Пӗчӗк
5799Пӗчӗк вута пӗчӗккӗн сӳнтер.Пысӑк — Пӗчӗк
5800Пӗчӗк вутран пысӑк пушар пулма пултарать.Пысӑк — Пӗчӗк
5801Пӗчӗк ӗҫе хӑнӑхмасӑр пысӑк ӗҫе тума ҫук.Пысӑк — Пӗчӗк
5806Пӗчӗк инкеке пысӑкки ҫӗнтерет.Пысӑк — Пӗчӗк
5802Пӗчӗк йӑнӑша тӳрлетме ҫӑмӑл.Пысӑк — Пӗчӗк
5803Пӗчӗк йытӑ вӗрнӗ чух пысӑк йытти итлесе тӑнӑ.Пысӑк — Пӗчӗк
5804Пӗчӗк йытӑ пӗчӗккӗн ҫыртать, пысӑк йытӑ пысӑккӑн ҫыртать.Пысӑк — Пӗчӗк
5808Пӗчӗк кайӑкӑн ҫӑмарти те пӗчӗк пулать.Пысӑк — Пӗчӗк
5809Пӗчӗк кахалран пысӑк кахал ҫитӗнет.Пысӑк — Пӗчӗк
5810Пӗчӗк кашӑкпа ҫисех пысӑк хырӑм тӑранать.Пысӑк — Пӗчӗк
5811Пӗчӗк кӑна кайӑк та хӑй йӑвинче хӑюллӑ.Пысӑк — Пӗчӗк
5812Пӗчӗк кӑна кӑткӑ хӑйӗнчен пысӑк ҫӗклем сӗтӗрет.Пысӑк — Пӗчӗк
5813Пӗчӗк кӑна пӗлӗт те пысӑк хӗвеле хупӑрлать.Пысӑк — Пӗчӗк
5814Пӗчӗк кӑна пыл хурчӗ ҫу каҫипе пыл пухать.Пысӑк — Пӗчӗк
5815Пӗчӗк кӑна чӗлхе пысӑк ҫынна хур тӑвать.Пысӑк — Пӗчӗк
5816Пӗчӗк куркасӑр кӗреке патне ҫитме ҫук.Пысӑк — Пӗчӗк
5818Пӗчӗк пулӑпа пысӑк пулла тытаҫҫӗ.Пысӑк — Пӗчӗк
5819Пӗчӗк пуртӑ та пысӑк йывӑҫа ӳкерет.Пысӑк — Пӗчӗк
5820Пӗчӗк пуҫа чармасан пысӑк пуҫа хӗн килет.Пысӑк — Пӗчӗк
5821Пӗчӗк пӳртӗн кӑмаки вӗри.Пысӑк — Пӗчӗк
5822Пӗчӗк пӳртре хӗр вӑййи, пысӑк пӳртре ӗҫкӗлӗх.Пысӑк — Пӗчӗк
5823Пӗчӗк суран та пысӑккӑн сурать.Пысӑк — Пӗчӗк
5826Пӗчӗк ҫатма — ҫу вӑрри, карта кукри — хӗр вӑрри.Пысӑк — Пӗчӗк
5824Пӗчӗк ҫатма — ҫу вӑрри, пӗчӗк пичке — пыл вӑрри.Пысӑк — Пӗчӗк
5825Пӗчӗк ҫатма — ҫу вӑрри, пӗчӗк пичке — сӑра вӑрри.Пысӑк — Пӗчӗк
5827Пӗчӗк ҫӑпан чуна кайса тивсе ыратать.Пысӑк — Пӗчӗк
5828Пӗчӗк ҫӗклесен йӑтса ҫитерме йывӑр.Пысӑк — Пӗчӗк
5829Пӗчӗк ҫуйӑнра пысӑк ҫуйӑн ҫитӗнет.Пысӑк — Пӗчӗк
5830Пӗчӗк ҫурт та пысӑк йывӑрлӑхпа ҫаврӑнать.Пысӑк — Пӗчӗк
5831Пӗчӗк ҫын вӑл — пӑшатан.Пысӑк — Пӗчӗк
5832Пӗчӗк ҫын пысӑк пуласшӑн, пысӑкки пӗчӗккӗ пуласшӑн.Пысӑк — Пӗчӗк